Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ

Ырӑ хыпар сарас ӑсталӑха лайӑхлататпӑр. Ҫынсем патне тепӗр хут килме никӗс хывӑр

Ырӑ хыпар сарас ӑсталӑха лайӑхлататпӑр. Ҫынсем патне тепӗр хут килме никӗс хывӑр

ҪАКӐ МӖНШӖН ПИТӖ КИРЛӖ:

Эпир хамӑр акнӑ чӑнлӑх вӑрлӑхӗсене шӑварасшӑн (1Кр 3:6). Ҫын интересленет пулсан, пӗр-пӗр ыйтӑва ҫӗклесе ӑна тепре килсен сӳтсе явӑпӑр тесе калани лайӑхчӗ. Вара вӑл пире кӗтӗ, тата ҫакна пула ун патне хатӗрленсе килме пире ҫӑмӑлрах пулӗ. Тепӗр хут килсен вара ҫӗкленӗ ыйту ҫине хурав пама килтӗмӗр тесе калама пулать.

ҪАКНА МӖНЛЕ ТУМАЛЛА:

  • Килтен киле ырӑ хыпар сарас тесе калаҫӑва пуҫламалли сӑмахсене хатӗрленӗ чух калаҫу вӗҫӗнче мӗнле ыйту ҫӗклесси пирки те шутласа хур, ӑна тепре килсен сӳтсе явӑн. Сӑмахран, эпир сӗнекен публикацири е тепре килсен хӑв усӑ курма шут тытнӑ Библи вӗренмелли пособири пӗр-пӗр темӑна уҫса паракан ыйтӑва ҫӗклеме пулать.

  • Интересленекен ҫынпа калаҫӑва вӗҫленӗ май унпа тепӗр хут тӗл пулас килни ҫинчен кала, вара хатӗрлесе хунӑ ыйтӑва пар. Май пулсан, унпа мӗнле ҫыхӑнмаллине ыйтса пӗл.

  • Палӑртса хунӑ вӑхӑтра килме сӑмах патӑн пулсан, сӑмахна тыт (Мф 5:37).