Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ | 2 ҪУЛСЕРЕНХИ 29—32

Турра тӗрӗс пуҫҫапас тесен вӑй хумалла

Турра тӗрӗс пуҫҫапас тесен вӑй хумалла

Езекия тӗрӗс пуҫҫапассине ҫӗнӗрен хастаррӑн йӗркелесе ярать

29:10—17

  • пирӗн эрӑчченхи 746—716 ҫҫ.

    Езекия патшара ларни

  • НИСАН

    • 1—8 кунсем. Храма тасатнӑ

    • 9—16 кунсем. Храма тасатса ҫитернӗ

    • Пӗтӗм Израиле ҫылӑхран тасатнӑ тата Иеговӑна ҫӗнӗрен тӗрӗс пуҫҫапма тытӑннӑ

  • пирӗн эрӑчченхи 740 ҫ.

    Самари арканни

Езекия таса чӗреллӗ ҫынсене Турра пуҫҫапмашкӑн пухӑнма чӗнет

30:5, 6, 10—12

  • Пасха уявне чӗнме ҫӗршывӑн кашни кӗтесне хыпарҫӑсене янӑ, ҫырусене Вирсавирен пуҫласа Дан таранах ҫитермелле пулнӑ

  • Нумайӑшӗ пыма килӗшнӗ, анчах мӑшкӑлласа кулакансем те пулнӑ