ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ
Турра пуҫҫапмалли вырӑнсене туса лартасси тата пӑхса-юсаса тӑрасси — пысӑк чыс
Израильти храма туса лартма нумай вӑй хумалла тата нумай тӑкакланмалла пулнӑ. Ҫапах та израильтянсем ҫак ӗҫе хастаррӑн хутшӑннӑ (1Ҫлс 29:2—9; 2Ҫлс 6:7, 8). Храма туса пӗтернӗ хыҫҫӑн ӑна пӑхса-юсаса тӑмалла пулнӑ. Израильтянсем ҫак ӗҫ ҫине мӗнле пӑхнинчен вӗсем Иеговӑпа хӑйсен хушшинчи хутшӑнусене хакланипе хакламанни курӑнса тӑнӑ (4Патш 22:3—6; 2Ҫлс 28:24; 29:3). Паянхи вӑхӑтра та христиансем Патшалӑх залӗсемпе Конгресс залӗсене туса лартас, тирпейлес, юсаса тӑрас тесе нумай вӑй хураҫҫӗ тата нумай вӑхӑт уйӑраҫҫӗ. Ҫапла майпа Иеговӑпа пӗрле ӗҫлесе тӑни — пысӑк чыс, ҫавӑн пекех ҫакӑ пирӗн сӑваплӑ ӗҫӗн пайӗ (Пс 126:1; Ӳлӗм 7:15).
ЭПИР ТЕ ПУЛӐШМА ПУЛТАРАТПӐР...
-
Кашни пуху хыҫҫӑн зала тирпейленипе. Сӑмахран, хӑв ларакан вырӑнпа юнашар ҫӳп-ҫап пуррипе ҫуккине тӗрӗслеме пултаратӑн.
-
Патшалӑх залне тӑтӑшах пӑхса-юсаса тата тасатса тӑнипе. Нумай ҫын хутшӑнсан, ӗҫ хӑвӑртрах тата савӑнӑҫлӑрах пырать (lv 92 с., 18 абз.).
-
Укҫа-тенкӗ панипе. Чун-чӗререн «икӗ вак укҫа» пани те Иеговӑна савӑнтарать (Мк 12:41—44).
-
Май пур чух Иеговӑна пуҫҫапмалли вырӑнсене туса лартма тата юсама пулӑшнипе. Ҫурт-йӗр туса лартас енӗпе ӗҫлесе курман пулсан та, ҫак ӗҫе хутшӑнма пулать.