Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ | ИЕРЕМИЯ 22—24

Сирӗн чӗре Иеговӑна пӗлет-и?

Сирӗн чӗре Иеговӑна пӗлет-и?

Иегова ҫынсене смоква ҫырлисемпе танлаштарнӑ

24:5

  • Вавилона тыткӑна лекнӗ Туррӑн шанчӑклӑ еврей ҫыннисем лайӑх смоква ҫырлисем пекех пулнӑ

24:8

  • Седекия патша Турра шанчӑклӑ пулман. Вӑл тата усал ӗҫсем тӑвакан ытти иудейсем япӑх смоква ҫырлисем пекех пулнӑ

Чӗре Иеговӑна пӗлекен пултӑр тесе мӗн тума пулать?

24:7

  • Эпир Туррӑн Сӑмахне тӗпчетпӗр тата мӗн пӗлнӗ тӑрӑх пурӑнатпӑр пулсан, Иегова пире итлекен чӗре парӗ

  • Пирӗн хамӑрӑн чӗрене пӗр улталамасӑр тӗрӗслесе тӑмалла тата Иеговӑпа хамӑр хушӑри хутшӑнусене пӗтерме пултаракан кирек мӗнле кӑмӑла, туртӑма тӗп тумалла

Хӑвӑртан ыйтӑр: «Манӑн чӗре Иеговӑна пӗлет-и? Манӑн чӗре итлекен пултӑр тесен мӗн тумалла?»