ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ
Турӑшӑн ӗҫлеме пӑрахнӑ христиансене пулӑшӑр
Каҫхи апат уявне, ялан тенӗ пекех, Иеговӑшӑн ӗҫлеме пӑрахнӑ нумай христианин килет. Унччен вӗсем пурнӑҫ илес тесе чупма пуҫланӑ, анчах кайран тӗрлӗ сӑлтава пула хӑйсен хӑвӑртлӑхне чакарнӑ (Евр 12:1, 2). Хӑш-пӗр сӑлтавсем ҫинчен «Вернись к Иегове» брошюрӑран пӗлме пулать. Ҫав-ҫавах ҫав христиансем Иеговӑшӑн халӗ те хаклӑ, мӗншӗн тесен вӑл вӗсене хӑйӗн Ывӑлӗн юнӗпе тӳлесе илнӗ (Ап ӗҫ 20:28; 1Пт 1:18, 19). Вӗсене пухӑва таврӑнма эпир мӗнле пулӑшма пултаратпӑр?
Кӗтӳҫ ҫухалнӑ сурӑха шыранӑ пекех старейшинӑсем Иеговӑшӑн ӗҫлеме пӑрахнӑ тӑвансене шыраса тупма тата вӗсене пулӑшма тӑрӑшаҫҫӗ (Лк 15:4—7). Ҫакӑнта Иегова юратни те, тӑрӑшни те курӑнать (Иер 23:3, 4). Анчах старейшинӑсем кӑна мар, эпир пурте ҫакӑн пек тӑвансене пулӑшма пултаратпӑр. Эпир вӑй хуни Иеговӑна савӑнтарать тата вӑл пире ҫак тӑвансене ырӑ ӗҫсем тунишӗн пиллет (Ыт 19:17; Ап ӗҫ 20:35). Ҫавӑнпа кама пулӑшма пултарни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр та пӗр тӑхтамасӑр ҫавна тума тытӑнӑр!
«ТУРӐШӐН ӖҪЛЕМЕ ПӐРАХНӐ ТӐВАНСЕНЕ ПУЛӐШӐР» ВИДЕОРОЛИК ПӐХӐР ТА ҪАК ЫЙТУСЕМ ҪИНЕ ХУРАВЛӐР:
-
Ырӑ хыпар сарнӑ чухне Эбби хӑй пӗлмен тӑвана, Иеговӑшӑн ӗҫлеме пӑрахнӑ тӑвана, тӗл пулсан мӗн тунӑ?
-
Иеговӑшӑн ӗҫлеме пӑрахнӑ тӑвана пулӑшас умӗн мӗншӗн старейшинӑсемпе калаҫса пӑхмалла?
-
Лора патне тепӗр хут кайма Эбби мӗнле хатӗрленнӗ?
-
Эбби Лорӑна пулӑшас тесе ҫине тӑнине, чӑтӑмлӑх тата юрату мӗнле кӑтартнӑ?
-
Лука 15:8—10 ҫырса хунӑ Иисусӑн ытарӑшӗнчен эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр?
-
Эбби тата старейшинӑсем пулӑшни мӗнле усӑ панӑ?