ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ
Вӗсене ӑшшӑн кӗтсе илӗр
Кама ӑшшӑн кӗтсе илмелле? Пирӗн тӗлпулусене килекен пур ҫынна та: пӗрремӗш хут килекенсене те, нумай ҫул ҫӳрекенсене те (Рм 15:7; Евр 13:2). Тен, тӑван пирӗн пата хӑнана тепӗр ҫӗршывран килнӗ. Е Иеговӑшӑн ӗҫлеме пӑрахнӑ христианин нумай ҫул иртсен тӗлпулӑва пынӑ. Хӑвӑра ҫак ҫынсем вырӑнне лартса пӑхӑр-ха. Ӑшшӑн кӗтсе илни сирӗн кӑмӑла ҫӗкленӗ пулӗччӗ! (Мф 7:12.) Эсир Патшалӑх залне килнӗ ҫынсене саламлама тата тӗлпулу умӗн те, хыҫҫӑн та вӗсемпе калаҫма пултаратӑр-и? Ҫапла тунипе пухура ырӑ та ӑшӑ хутшӑнусем пулаҫҫӗ, ҫакӑ вара Иеговӑна мухтава кӑларать (Мф 5:16). Паллах ӗнтӗ, пур ҫынпа та калаҫаймастӑн. Анчах эпир ҫавна тума тӑрӑшсан тӗлпулӑва килнисем пурте хӑйсене лайӑх туйӗҫ *.
Эпир хӑнасене паллӑ кунсенче, сӑмахран, Каҫхи апат уявӗнче, кӑна мар — яланах хапӑл туса кӗтсе илесшӗн. Ҫапла вара Патшалӑх залне пӗрремӗш хут килнӗ ҫынсем те пухура юрату кӑтартнине курсан, тен, Турра мухтава кӑларас тейӗҫ тата ӑна пирӗнпе пӗрле пуҫҫапма пуҫлӗҫ (Ин 13:35).