ИЕРЕМИЯ 17—21
ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ |Иеговӑна хӑвӑр шухӑшсем ҫине тата хӑвӑра мӗнле тытасси ҫине витӗм кӳме парӑр
Иеговӑн аллинче ҫемҫе тӑм пек пулӑр
18:1—11
-
Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсене канашсем панипе тата ӑса вӗрентнипе лайӑхланса пыма пулӑшать
-
Пирӗн унӑн аллинче ҫемҫе тӑм пек пулмалла, ӑна итлесе пурӑнмалла
-
Иегова пире хамӑр мӗн тӑвас килменнине вӑйпа тутармасть
Чӳлмекҫӗ савӑта пӗр майлӑ тума шут тытнӑ пулсан та тунӑ вӑхӑтра урӑхла туса хума пултарать
-
Иегова пире суйласа илме ирӗк панӑ, ҫавӑнпа та эпир хытӑ тӑм пек е ҫемҫе тӑм пек пуласси пирӗнтен килет
-
Иегова пирӗн ҫине мӗнле пӑхасси эпир унӑн канашӗсемпе ӑса вӗрентнине мӗнле йышӑннинчен килет