Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ

«Иеговӑн ирӗкне паян кам туса тӑрать?» брошюрӑпа мӗнле усӑ курмалла

«Иеговӑн ирӗкне паян кам туса тӑрать?» брошюрӑпа мӗнле усӑ курмалла

«Иеговӑн ирӗкне паян кам туса тӑрать?» брошюрӑна вӗренекенпе Библи вӗренӗвне ирттерес умӗн е хыҫҫӑн сӳтсе явмалла тунӑ *. Брошюрӑри 1—4-мӗш уроксем вӗренекенсене пирӗнпе, Туррӑн халӑхӗпе, паллаштарӗҫ, 5—14-мӗш уроксем вӗсене пирӗн ӗҫ-хӗл ҫинчен пӗлме пулӑшӗҫ, 15—28-мӗш уроксем пирӗн организаци мӗнле йӗркепе ӗҫлесе тӑнине кӑтартӗҫ. Уроксене пӗрин хыҫҫӑн теприне пӑхса тухни лайӑхрах пулнӑ пулӗччӗ, анчах вӗренекене пӗр-пӗр тема уйрӑмах интереслентерет пулсан, ӑна сӳтсе явма пулать. Кашни урок пӗр страница ҫинче вырнаҫнӑ тата ӑна, ялан тенӗ пекех, 5—10 минут хушшинче пӑхса тухма пулать.

  • Урокӑн ячӗ ҫине тимлеттерӗр

  • Урока вӗренекенпе пӗрле вулӑр; абзацсене пурне те тӳрех вулама пулать е кашни абзаца уйрӑммӑн

  • Мӗн вуланине сӳтсе явӑр. Урокри ӳкерчӗксем ҫине тата аялта ҫырса панӑ ыйтусем ҫине тимлеттерӗр. Мӗнле сӑвӑ йӗркисене вуласа сӳтсе явмаллине шутласа хурӑр. Вӗренекене урокӑн ячӗ хулӑн шрифтпа палӑртнӑ подзаголовоксемпе мӗнле ҫыхӑнса тӑнине курма пулӑшӑр

  • Урокра «Хушса пани» рамка пур пулсан, вӗренекене унти канашсене тытса тӑма хавхалантарӑр

^ 3 абз. Интернет-ресурссенче вырнаҫтарнӑ ҫак брошюра яланах ҫӗнелсе пырать.