Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ

Хӑвӑрӑн ҫемьене Иеговӑна асра тытма пулӑшӑр

Хӑвӑрӑн ҫемьене Иеговӑна асра тытма пулӑшӑр

Иегова Иеремийӑна Иудей халӑхне пысӑк хуйхӑ ҫитесси пирки асӑрхаттарма хушнӑ, мӗншӗн тесен вӗсем хӑйсен Туррине, Иеговӑна, маннӑ (Иер 13:25). Туррӑн халӑхӗ ҫакӑн пек япӑх лару-тӑрӑва мӗнле лекнӗ? Израильти ҫемьесем Иеговӑна ӗненме пӑрахнӑ. Ҫемье пуҫӗсем Саккуна астутарни 6:5—7 ҫырса хунӑ Иеговӑн ӳкӗтне тытса тӑман пулас.

Пирӗн вӑхӑтра Иеговӑна хытӑ ӗненекен ҫемьесем пухусене ҫирӗплетеҫҫӗ. Ҫемье пуҫӗсем Турра ҫемьепе пӗрле пуҫҫапассине яланах ирттернипе хӑйсен кил-йышне Иеговӑна асра тытма пулӑшаҫҫӗ (Пс 21:28). «„Ҫак сӑмахсем санӑн чӗрӳнте пулччӑр“. Интервью» видеоролик пӑхӑр та ҫак ыйтусем ҫине хуравлӑр:

  • Ҫемьепе пӗрле Турра пуҫҫапассине ирттерме чӑрмантаракан йывӑрлӑхсене ҫӗнтерме хӑш-пӗр ҫемьесене мӗн пулӑшать?

  • Ҫемьепе пӗрле Турра пуҫҫапассине интереслӗ тата кашни эрнере ирттерни хӑш-хӑш енчен усӑ парать?

  • Ҫемьепе пӗрле Турра пуҫҫапассине ирттерме мана мӗн чӑрмантарать тата ҫак йывӑрлӑха эпӗ мӗнле татса парасшӑн?