ИОИЛЬ 1—3
ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ |«Сирӗн ывӑлӑрсемпе сирӗн хӗрӗрсем пророкла калаҫӗҫ»
2:28, 29
Святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансем пророкла сӑмахсене пӗлтереҫҫӗ. Вӗсем «Туррӑн аслӑ ӗҫӗсем» ҫинчен тата «Турӑ Патшалӑхӗ» ҫинчен калаҫҫӗ (Ап ӗҫ 2:11, 17—21; Мф 24:14). «Урӑх сурӑхсем» вара вӗсене ҫак ӗҫе тума пулӑшаҫҫӗ
2:32
Иегова ятне асӑнни мӗне пӗлтерет?
-
Ҫак ята пӗлнине
-
Ҫак ята хисепленине
-
Ҫакӑн пек ятлӑ Турра шаннине
Хӑвӑртан ыйтӑр: «Святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансене пророкла сӑмахсене пӗлтерес ӗҫре эпӗ мӗнле пулӑшма пултаратӑп?»