«ПУРНӐҪПА СӐВАПЛӐ ӖҪ» ӖҪ ТЕТРАЧӖ 2017 февраль
Сӗнмелли майсем
Салатмалли брошюрӑна сӗнмелли тата пурнӑҫ мӗнле пуҫланса кайни ҫинчен Библири чӑнлӑха пӗлтермелли майсем. Ҫак майсене тӗпе хурса урӑх майсем шухӑшласа кӑларӑр.
ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ
Иеговӑна итлени пиллӗхсем кӳрет
Иегова пире хӑш ҫулпа каймаллине юратса кӑтартса пырать.
ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ
Христос пирӗншӗн асап курнӑ
Иисус хӑйӗн вилӗмӗпе Сатана ҫӗкленӗ тавлашуллӑ ыйту ҫине хурав панӑ. Вӑл пирӗншӗн хӑйӗн пурнӑҫне панине пула Иеговӑн ирӗкӗ пурнӑҫа кӗнӗ.
ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ
Хӑвӑр ачӑрсене Пултаракана хытӑ ӗненме пулӑшӑр
Пурнӑҫ мӗнле пуҫланса кайни ҫинчен сирӗн ачасем мӗн шутлаҫҫӗ? Вӗсене Иегова Турӑ Пултаракан пулнине хытӑ ӗненме пулӑшас тесе эсир мӗн тума пултаратӑр?
TУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ
«Ҫӳлхуҫа ырӑлӑхӗн вӑхӑчӗ» ҫинчен пӗлтерӗр
Иеговӑн «ырӑлӑхӗн вӑхӑчӗ» хӑш вӑхӑта тӑсӑлать? Ҫак вӑхӑт Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен ырӑ хыпар сарас ӗҫпе мӗнле ҫыхӑннӑ?
ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ
Мӗн пуррипе тӗрӗс усӑ курӑр
Пирӗн публикацисене хатӗрлеме нумай вӑй тата укҫа-тенкӗ кирлӗ. Ҫынна мӗн те пулин хӑвармаллипе хӑвармалла марри ҫинчен шухӑшланӑ чухне ӑнкаруллӑ пулӑр.
ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ
Ҫӗнӗ тӳпепе ҫӗнӗ ҫӗр нумай савӑнӑҫ илсе килӗҫ
Турӑ ҫӗнӗ тӳпепе ҫӗнӗ ҫӗр тума сӑмах пани пире мӗнле пырса тивет?
ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ
Шанчӑк пуррипе савӑнӑр
Шанчӑка якорьпе танлаштарма пулать. Библири сӑмах панисем ҫинчен шухӑшлани пире йывӑрлӑхсенче савӑнӑҫа упраса хӑварма, Турра чунтан парӑнса пурӑнма пулӑшӗ.