Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Сӗнмелли майсем

Сӗнмелли майсем

«БИБЛИЕ ВУЛАМА ИНТЕРЕСЛӖ ПУЛТӐР ТЕСЕН МӖН ТУМАЛЛА?» БРОШЮРА

Ыйту: Хӑшӗ-пӗрисем Библи вӑл кивелнӗ кӗнеке тесе шутлаҫҫӗ, теприсем вӑл халӗ те усӑ пама пултарать теҫҫӗ. Эсир мӗнле шутлатӑр?

Сӑвӑ йӗрки: 2Тм 3:16, 17

Публикаци: Ҫак брошюрӑра Библи пире кулленхи пурнӑҫра мӗнле пулӑшма пултарни ҫинчен тата Библи вулама интереслӗ пултӑр тесен эсир мӗн тума пултарни ҫинчен каланӑ.

 

ЧӐНЛӐХА ВӖРЕНТӖР

Ыйту: Мӑшӑрлӑ пурнӑҫ телейлӗ пултӑр тесен мӗн тумалла?

Сӑвӑ йӗрки: Эф 5:33

Чӑнлӑх: Ҫемьере пӗр-пӗрне юратаҫҫӗ тата хисеплеҫҫӗ пулсан мӑшӑрлӑ пурнӑҫ телейлӗ пулать.

 

«У ИСТОКОВ ЖИЗНИ. ПЯТЬ ВОПРОСОВ, КОТОРЫЕ ТРЕБУЮТ ОТВЕТА» (lf-U)

Ыйту: Пӗрисем эволюцие ӗненеҫҫӗ, теприсем пӗтӗмпех Турӑ тунӑ теҫҫӗ. Эсир мӗнле шутлатӑр, пурнӑҫ мӗнле пуҫланса кайни ҫине хуравланӑ чухне хӑвӑр мӗне ӗненнине мӗнпе ҫирӗплетсе памалла?

Сӑвӑ йӗрки: Евр 11:1

Публикаци: «Курӑнманнине курӑнаканни пек» шанса тӑрас тесен витӗмлӗ ҫирӗплетӳсем кирлӗ. Ҫак брошюрӑра пурнӑҫ мӗнле пуҫланса кайни ҫинчен калакан пилӗк ыйтӑва сӳтсе явнӑ тата унта шанӑҫа тивӗҫлӗ ҫирӗплетӳсем пур.

МАНӐН СӖНМЕЛЛИ МАЙ

Унчченхи тӗслӗхсене тӗпе хурса хӑвӑрӑн сӗнмелли мая шутласа кӑларӑр