ИСАИЯ 52—57
ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ |Христос пирӗншӗн асап курнӑ
«Ӑна... ӑҫтиҫук вырӑнне хуратчӗҫ... Унран йӗрӗнетчӗҫ... ...Эпир ӗнтӗ Ӑна Турӑ асап кӳнӗ, Ӑна Турӑ хаса панӑ, кӗҫӗне хӑварнӑ тесе шутланӑ»
53:3—5
-
Ҫынсем Иисуса курайман тата вӑл Турра хурлать тесе айӑпланӑ. Хӑшӗ-пӗрисем Турӑ ӑна йывӑр чирпе танлашакан наказани панӑ тесе шутланӑ
«Унӑн вилӗмӗ Ҫӳлхуҫашӑн юрӑхлӑ пулнӑ... ...Ҫӳлхуҫа ирӗкӗ Унӑн аллипе пурӑнӑҫланса пырӗ»
53:10
-
Паллах, Иеговӑна хӑйӗн Ывӑлӗ мӗнле вилнине курма питӗ йывӑр пулнӑ. Анчах Иисус мӗн виличченех шанчӑклӑ тӑрса юлни ӑна савӑнтарнӑ. Иисус хӑйӗн вилӗмӗпе Сатана ҫӗкленӗ тавлашуллӑ ыйту ҫине — Иеговӑна унӑн ӗҫлекенӗсем чунтан парӑнса пурӑнмӗҫ тени ҫине — хурав панӑ, ҫавӑн пекех вӑл ӳкӗнекен ҫынсене шанчӑк парнеленӗ. Иисус пирӗншӗн хӑйӗн пурнӑҫне панине пула Иеговӑн ирӗкӗ пурнӑҫа кӗнӗ