Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ

Хӑвӑр ачӑрсене Пултаракана хытӑ ӗненме пулӑшӑр

Хӑвӑр ачӑрсене Пултаракана хытӑ ӗненме пулӑшӑр

Иегова пултарнӑ япаласем ӑна мухтава кӑлараҫҫӗ (Пс 18:2—5; 138:14). Анчах Сатанан тӗнчи пурнӑҫ мӗнле пуҫланса кайни ҫинчен Турра хурлакан теорисене ӗнентерме тӑрӑшать (Рм 1:18—25). Эсир ҫакӑн пек вӗрентӳсенчен хӑвӑр ачӑрӑн ӑс-тӑнӗпе чӗрине мӗнле хӳтӗлеме пултаратӑр? Мӗн пӗчӗкренех ӑна Иегова чӑннипех пуррине тата вӑл уншӑн тӑрӑшнине ӗненме пулӑшӑр (2Кр 10:4, 5; Эф 6:16). Шкулта мӗне вӗрентни ҫинчен сирӗн ачӑр мӗн шутланине пӗлме тӑрӑшӑр. Унӑн чӗрине пырса тивес тесе тӗрлӗ майсемпе усӑ курӑр (Ыт 20:5; Иак 1:19).

«САНӐН ТАНТӐШУСЕМ МӖН КАЛАҪҪӖ. ТУРРА ӖНЕННИ» ВИДЕОРОЛИК ПӐХӐР ТА ҪАК ЫЙТУСЕНЕ СӲТСЕ ЯВӐР:

  • Турра ӗненес тӗлӗшрен мӗнле йӑнӑш шухӑш анлӑ сарӑлнӑ?

  • Шкулта мӗне вӗрентеҫҫӗ?

  • Иегова чӑннипех пуррине сана мӗн ӗнентерет?

  • Турӑ пӗтӗмпех тунине кама та пулин ӗненме пулӑшас тесе эсӗ мӗн тума пултаратӑн?