Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ

Мӗн пуррипе тӗрӗс усӑ курӑр

Мӗн пуррипе тӗрӗс усӑ курӑр

Иисус каланӑ: «Тӳлевсӗр илтӗр — тӳлевсӗрех парӑр» (Мф 10:8). Эпир ҫак хушӑва тытса тӑратпӑр, ҫавӑнпа та Библишӗн е ун ҫинче никӗсленнӗ публикацисемшӗн укҫа ыйтмастпӑр (2Кр 2:17). Анчах пирӗн публикацисенче Турӑ Сӑмахӗнчи хаклӑ чӑнлӑхсем пур. Аудио-, видео- тата ытти публикацисене хатӗрлеме нумай вӑй хураҫҫӗ тата ҫакӑ пысӑк тӑкаксемпе ҫыхӑннӑ.

Ҫынна электронлӑ форматпа мӗн те пулин хӑвармаллипе хӑвармалла марри ҫинчен шухӑшланӑ чухне ӑнкаруллӑ пулӑр (Мф 7:6). Ҫын интересленнине курас тесен унпа калаҫса пӑхма тӑрӑшӑр. Рамкӑра ҫырса панӑ ыйтусенчен пӗри ҫине те пулин «ҫапла» тесе хуравлама пултаратӑр-и? Ҫын интересленнипе интересленменнине курма пултараймастӑр пулсан, ӑна мӗн те пулин ҫине тӑрсах сӗнмелле мар. Паллах, ҫын пирӗнтен брошюра е мӗнле те пулин урӑх публикаци ыйтать пулсан, эпир ӑна хаваспах парӑпӑр (Ыт 3:27, 28).