Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ | ИСАИЯ 58—62

«Ҫӳлхуҫа ырӑлӑхӗн вӑхӑчӗ» ҫинчен пӗлтерӗр

«Ҫӳлхуҫа ырӑлӑхӗн вӑхӑчӗ» ҫинчен пӗлтерӗр

«Ҫӳлхуҫа ырӑлӑхӗн вӑхӑчӗ»

61:1, 2

  • Ҫак вӑхӑтра Иегова йӑваш кӑмӑллӑ ҫынсене ирӗклӗх ҫинчен калакан хыпара йышӑнма май парать

  • Пӗрремӗш ӗмӗрте «Ҫӳлхуҫа ырӑлӑхӗн вӑхӑчӗ» 29 ҫулта, Иисус Христос ҫӗр ҫинче ырӑ хыпар сарма тытӑнсан пуҫланнӑ, 70 ҫулта вара, Иеговӑн «тавӑру кунӗ» ҫитсен Иерусалима аркатнӑ чухне, вӗҫленнӗ

  • Пирӗн вӑхӑтра «Ҫӳлхуҫа ырӑлӑхӗн вӑхӑчӗ» 1914 ҫулта Иисус пӗлӗтре патшана ларсан пуҫланнӑ, хӑрушла асап вӑхӑчӗ пуҫлансан вара вӗҫленӗ

Иегова хӑйӗн халӑхне «тӳрӗлӗхӗн пысӑк йывӑҫӗсене» (ҪТ) парса тӑрать

61:3, 4

  • Тӗнчере чи ҫӳллӗ йывӑҫсем, ялан тенӗ пекех, вӑрманта ӳсеҫҫӗ, унта вӗсем пӗр-пӗрне пулӑшса тӑраҫҫӗ

  • Йывӑҫсен ҫирӗп тымарӗсем пӗр-пӗринпе явӑнма пултараҫҫӗ, ҫакӑ вӗсене ҫирӗп тӑма тата вӑйлӑ ҫил-тӑвӑла чӑтса ирттерме пулӑшать

  • Ҫӳллӗ йывӑҫсем ҫӗнӗ хунавсене сулхӑн парса хӳтӗлеҫҫӗ, ҫак йывӑҫсенчен ӳкекен ҫулҫӑсем вара ҫӗре тулӑхлӑ тӑваҫҫӗ

«Тӳрӗлӗхӗн пысӑк йывӑҫӗсем» — ҫӗр ҫинче пурӑнакан святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансем — пӗтӗм тӗнчери тӑвансене пулӑшаҫҫӗ тата хӳтӗлеҫҫӗ