Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ

Шанчӑк пуррипе савӑнӑр

Шанчӑк пуррипе савӑнӑр

Шанчӑка якорьпе танлаштарма пулать (Евр 6:19). Ҫил-тӑвӑл алхаснӑ чухне якорь карапа арканма паман пекех, шанчӑк та пире йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнӑ чухне хамӑрӑн ӗненӗве упраса хӑварма пулӑшать (1Тм 1:18, 19). Ҫак сӑнарлӑ ҫил-тӑвӑлсем шутне хамӑр тунӑ йӑнӑшсем, пурлӑха ҫухатни, нумай вӑхӑт хушши чирлени, ҫывӑх ҫын вилни тата Турра чунтан парӑннине тӗрӗслекен мӗнле те пулин урӑх йывӑрлӑх кӗме пултарать.

Ӗненӳпе шанчӑк пире пулас ырӑлӑха лайӑх курса тӑма пулӑшаҫҫӗ (2Кр 4:16—18; Евр 11:13, 26, 27). Ҫавӑнпа пирӗн хамӑрӑн шанчӑка, эпир пӗлӗтре пурӑнма шанатпӑр-и е ҫӗр ҫинче-и, яланах Библири сӑмах панисем ҫинчен шухӑшланипе ҫирӗплетмелле. Вара йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнӑ чухне пире савӑнӑҫа упраса хӑварма ҫӑмӑлрах пулӗ (1Пт 1:6, 7).

«ШАНЧӐК ПУРРИПЕ САВӐНӐР» ВИДЕОРОЛИК ПӐХӐР ТА ҪАК ЫЙТУСЕМ ҪИНЕ ХУРАВЛӐР:

  • Мӗншӗн Моисей — пирӗншӗн лайӑх тӗслӗх?

  • Ҫемье пуҫӗсен мӗнле яваплӑх пур?

  • Ҫемьепе пӗрле Турра пуҫҫапнӑ чухне мӗнле темӑсене сӳтсе явма пулать?

  • Йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнӑ чухне шанчӑк сире хӑвӑрӑн ӗненӗве упраса хӑварма мӗнле пулӑшӗ?

  • Эсир мӗне чӑтӑмсӑррӑн кӗтетӗр?