Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ | ИСАИЯ 63—66

Ҫӗнӗ тӳпепе ҫӗнӗ ҫӗр нумай савӑнӑҫ илсе килӗҫ

Ҫӗнӗ тӳпепе ҫӗнӗ ҫӗр нумай савӑнӑҫ илсе килӗҫ

Исаия кӗнекинчи 65-мӗш сыпӑкра Турӑ чи малтанах мӗн шухӑшласа хунине туса хума сӑмах парать. Ҫак сӑмах пурнӑҫланасси пирки пӗр иккӗленӳ те ҫук, ҫавӑнпа та Иегова ун пирки пурнӑҫланнӑ пекех калать.

Иегова ҫӗнӗ тӳпепе ҫӗнӗ ҫӗр тӑвать, унта унччен мӗн пулни аса та килмӗ

65:17

Ҫӗнӗ тӳпе мӗн вӑл?

  • Ҫӗнӗ правительство, вӑл ертсе пынипе ҫӗр ҫинче тӳрӗлӗх пулӗ

  • Вӑл Иисус Христос 1914 ҫулта Туррӑн Патшалӑхӗн Патши пулса тӑрсан ертсе пыма пуҫланӑ

Ҫӗнӗ ҫӗр мӗн вӑл?

  • Пур халӑхран тухнӑ, тӗрлӗ чӗлхепе калаҫакан ҫынсем; вӗсем пӗлӗтри правительствӑна кӑмӑлтан пӑхӑнса тӑраҫҫӗ

«Унчченхисем... аса та килмӗҫ» тенине мӗнле ӑнланмалла?

  • Унччен мӗн асап кӳнӗ тата мӗн чуна ыраттарнӑ, ҫавсем урӑх пулмӗҫ

  • Турра шанчӑклӑ ҫынсем тулли пурнӑҫпа савӑнса пурӑнӗҫ, вара пурӑнса ирттернӗ кашни кунӗ вӗсен чӗринче ырӑ асаилӳсем ҫеҫ хӑварӗ