Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ | ИСАИЯ 34—37

Ӗненнӗшӗн Езекийӑна пилленӗ

Ӗненнӗшӗн Езекийӑна пилленӗ

Ассири патши Сеннахирим рабсака Иерусалима, унта пурӑнакансене парӑнӑр тесе калама, янӑ. Ассири ҫыннисем иудейсене ҫапӑҫусӑрах парӑнтарас тесе темтепӗр каласа пӑхнӑ.

  • Пӗр-пӗччен юлни. Египет сире пулӑшмӗ (Ис 36:6).

  • Иккӗленни. Иегова сирӗншӗн ҫапӑҫмӗ, мӗншӗн тесен вӑл сире ырламасть (Ис 36:7, 10).

  • Хӑратни. Эсир вӑйлӑ Ассири ҫарне хирӗҫ тӑма пултараймастӑр (Ис 36:8, 9).

  • Илӗртни. Ассирие парӑнсан сирӗн пурнӑҫ лайӑхланӗ (Ис 36:16, 17).

Езекия Иеговӑна хытӑ ӗненнине кӑтартнӑ

37:1, 2, 14—20, 36

  • Хулана хупӑрласа илессине пӗлсе, ҫакӑн патне хатӗрленес тесе вӑл мӗн тума пултарнине пурне те тунӑ

  • Вӑл Иеговӑна пире ҫӑлсам тесе кӗлтунӑ тата халӑха та ҫавна тума хавхалантарнӑ

  • Ӗненнӗшӗн Иегова ӑна пилленӗ: вӑл хӑйӗн ангелне янӑ, лешӗ пӗр каҫрах Ассири ҫарӗнчи 185 000 ҫынна вӗлерсе тухнӑ