ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ | ИСАИЯ 38—42
Иегова ӗшеннӗ ҫынна вӑй-хал парать
40:29—31
Ҫӳлелле хӑпаракан ӑшӑ сывлӑшпа усӑ курса ӑмӑрткайӑк сехечӗ-сехечӗпе пӗлӗтре вӗҫсе ҫӳреме пултарать. Вӑл ҫакӑн пек сывлӑш юхӑмне тытса ун йӗри-тавра вӗҫме тытӑнать, вара майӗпен ҫӳлерех те ҫӳлерех хӑпарса пырать. Кайран пӗр-пӗр ҫӳллӗше ҫитсен вӑл тепӗр ӑшӑ сывлӑш юхӑмне куҫать, ҫапла нумай хутчен пулса иртет
Вӗҫнӗ чухне ӑмӑрткайӑкӑн вӑйӗ пӗтсе пымасть пек туйӑнать. Ҫак тӗслӗх Турӑ пире вӑй-хал парса тӑнине пула эпир уншӑн ӗҫлесе тӑма пултарнине питӗ лайӑх сӑнласа парать