Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ

Хӗсӗрленипе тӗл пулакан христиансемшӗн кӗлтума ан манӑр

Хӗсӗрленипе тӗл пулакан христиансемшӗн кӗлтума ан манӑр

Сӑваплӑ ӗҫе тума пӑрахтарас тесе Сатана пире хӗсӗрлӗ тесе Библире малтанах каласа хунӑ пулнӑ (Ин 15:20; Ӳлӗм 12:17). Хӗсӗрленипе тӗл пулакан христиансене эпир мӗнле пулӑшма пултаратпӑр? Эпир вӗсемшӗн кӗлтума пултаратпӑр. Мӗншӗн тесен «тӳрӗ ҫын тӑрӑшса кӗлтуни нумай пулӑшать» (Иак 5:16).

Кӗлӗре мӗн ҫинчен калама пулать? Иеговӑна тӑвансене хӑюлӑх пар тата вӗсене хӑраса ӳкме ан пар тесе кӗлтума пултаратпӑр (Ис 41:10—13). Ҫавӑн пекех пуҫлӑхсем пире ырӑ хыпар сарма ан чӑрмантарччӑр тесе ыйтма пулать, ҫавна пула эпир малалла та «лӑпкӑ та тӑнӑҫлӑ» пурӑнма пултарӑпӑр (1Тм 2:1, 2).

Павелпа Петр йывӑр лару-тӑрура пулнӑ чухне христиансем вӗсемшӗн, вӗсене ятран асӑнса, кӗлтунӑ (Ап ӗҫ 12:5; Рм 15:30, 31). Хальхи вӑхӑтра хӗсӗрленипе тӗл пулакан тӑвансене кашнине ятран пӗлместпӗр пулин те, эпир хамӑрӑн кӗлӗсенче вӗсен пухӑвне, ҫӗршывне е регионне асӑнма пултаратпӑр-и?

Хӑш ҫӗршыври хӗсӗрленипе тӗл пулакан христиансемшӗн сирӗн кӗлтӑвас килнине ҫырса хурӑр