Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ

«Лот арӑмне асӑрта тытса тӑрӑр»

«Лот арӑмне асӑрта тытса тӑрӑр»

Содом хулинчен тарнӑ чухне Лот арӑмӗ мӗншӗн каялла ҫаврӑнса пӑхнӑ? Ун пирки Библире нимӗн те каламан (Плт 19:17, 26). Тен, ӑна хӑйӗн пурлӑхне хӑварма шел пулнӑ (Лк 17:31, 32). Лот арӑмӗ пек Турра юрӑхлӑ пулма пӑрахас мар тесен пирӗн мӗн тумалла? Пирӗн хамӑрӑн пурнӑҫра пурлӑх пухассине малти вырӑна хумалла мар (Мф 6:33). Иисус: «Турӑшӑн та, пуянлӑхшӑн та ӗҫлеймӗр»,— тенӗ (Мф 6:24). Анчах эпир укҫа ӗҫлесе илессишӗн Турӑ патне ҫывхарма пулӑшакан ӗҫсем валли сахалрах вӑхӑт уйӑрма пуҫланине асӑрхарӑмӑр пулсан, мӗн тума пултаратпӑр? Эпир мӗнле улшӑнусем тумаллине курма пулӑшсам тесе тата ҫак улшӑнусене тума хӑюлӑх парсам тесе Иеговӑна кӗлтума пултаратпӑр.

ВИҪӖ ПАЙРАН ТӐРАКАН «ЛОТ АРӐМНЕ АСӐРТА ТЫТСА ТӐРӐР» ФИЛЬМ. ҪАК ЫЙТУСЕМ ҪИНЕ ХУРАВЛӐР:

  • Эпӗ Лот арӑмне асра тытнине мӗнле кӑтартма пултаратӑп?

    Ытларах укҫа ӗҫлесе илме хистени Глорийӑн шухӑшӗсем, сӑмахӗсем тата ӗҫӗсем ҫине мӗнле витӗм кӳнӗ?

  • Мӗншӗн пирӗн Лот арӑмӗпе мӗн пулса иртни ҫинчен шухӑшламалла?

  • Библири принципсене тытса тӑни Джопа унӑн ҫемйине мӗнле усӑ панӑ?

  • Пӗрле ӗҫлекенсемпе хутшӑнни Анна ҫине мӗнле витӗм кӳнӗ?

  • Укҫа ӗҫлесе илессине мала хума хистеҫҫӗ пулсан, мӗншӗн пире хӑюлӑх кирлӗ?

  • Иеговӑн ӗҫне каллех мала хурас тесе Брайан тата Глория мӗн тунӑ?

  • Ҫак фильм сире Библири мӗнле принципсене аса илтерчӗ?