Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ | МАРК 3, 4

Шӑматкун сыватни

Шӑматкун сыватни

3:1—5

Иудейсен тӗн пуҫлӑхӗсем шӑматкун ҫинчен калакан саккун ҫине мӗнле пӑхни Иисуса мӗншӗн питӗ хурлантарнӑ? Мӗншӗн тесен вӗсем ҫак саккуна нумай пӗчӗк правилӑсем кӗртсе тултарнӑ, ҫавӑнпа та ӑна тытса тӑма йывӑр пулнӑ. Сӑмахран, шӑматкун пӑрҫана та вӗлерме юраман. Ҫынна вара вӑл вилес патнех ҫитнӗ пулсан ҫеҫ сиплеме юранӑ. Урӑхла каласан, ҫын шӑматкун хӑйӗн пӗр-пӗр шӑммине хуҫнӑ е унӑн шӑнӑрӗ тӑсӑлнӑ пулсан ӑна пулӑшма юраман пулнӑ. Ҫавӑнпа та тӗн пуҫлӑхӗсем алли хӑрнӑ ҫыншӑн пач та пӑшӑрханман теме пулать.