Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ

Ырӑ хыпар сарас ӑсталӑха лайӑхлататпӑр. Тӳрӗ кӑмӑллӑ ҫынсене Христосӑн вӗренекенӗсем пулса тӑма пулӑшатпӑр

Ырӑ хыпар сарас ӑсталӑха лайӑхлататпӑр. Тӳрӗ кӑмӑллӑ ҫынсене Христосӑн вӗренекенӗсем пулса тӑма пулӑшатпӑр

ҪАКӐ МӖНШӖН ПИТӖ КИРЛӖ? Ырӑ хыпар сарнӑ чухне эпир ӗмӗрлӗх пурнӑҫ патне илсе каякан ҫулпа пырас текенсен чӗрине чӑнлӑх вӑррисене акатпӑр, ҫак чӑнлӑх вӑррисене вара Иегова ӳстерет (Ап ӗҫ 13:48; 1Кр 3:7). Турӑпа пӗрле ӗҫлес тетпӗр пулсан, пирӗн ытларах кам Библирен мӗн пӗлсе пынине пурнӑҫра тытса тӑрать, ҫавсене пулӑшса тӑмалла (1Кр 9:26). Библи вӗренекенсен ҫакна ӑнланмалла: ҫӑлӑнас тесен вӗсен шыва кӗмелле (1Пт 3:21). Вӗсем Иисусӑн вӗренекенӗсем пулса тӑччӑр тесе эпир вӗсене хӑйсен пурнӑҫӗнче улшӑнусем тума, ыттисене ырӑ хыпар пӗлтерме тата чӑнлӑха вӗрентме пулӑшатпӑр, ҫавӑн пекех хӑйсен пурнӑҫне Иеговӑна халаллама хавхалантаратпӑр (Мф 28:19, 20).

ҪАКНА МӖНЛЕ ТУМАЛЛА?

  • Библи вӗренӗвӗн тӗп тӗллевӗ вӑл — Иеговӑна пӗлсе пырасси тата мӗн пӗлнине пурнӑҫра тытса тӑрасси. Вӗренекене ҫакӑн ҫинчен аса илтерсе тӑрӑр (Ин 17:3)

  • Йывӑрлӑхсене ҫӗнтерме пулӑшнипе ӑна чӑнлӑхра ӳсӗмсем тума пулӑшӑр. Сӑмахран, ӑна япӑх йӑласене пӑрахма е япӑх ҫынсемпе хутшӑнассинчен пӑрӑнма пулӑшӑр

  • Шыва кӗрес умӗн те, шыва кӗнӗ хыҫҫӑн та ӑна пулӑшса тӑрӑр, хавхалантарӑр (Ап ӗҫ 14:22)

«ИЕГОВА ТУРӐ САНА ПУЛӐШӖ» ВИДЕОРОЛИК ПӐХӐР ТА ҪАК ЫЙТУСЕМ ҪИНЕ ХУРАВЛӐР:

  • Мӗншӗн ҫын хӑйӗн пурнӑҫне Иеговӑна халаллама тата шыва кӗме хӑрама пултарать?

  • Старейшинӑсем Библи вӗренекенсене чӑнлӑхра ӳсӗмсем тума мӗнле пулӑшма пултараҫҫӗ?

  • Исаия 41:10-мӗшӗнчен эпир Иегова ҫинчен мӗн пӗлетпӗр?

  • Пирӗн ҫитменлӗхсем пур пулсан та, мӗнле лайӑх енсем пире Иеговӑшӑн шанчӑклӑн ӗҫлеме пулӑшӗҫ?

Вӗренекенсене хатӗрлес ӗҫре эпир Иеговӑпа пӗрле мӗнле ӗҫлеме пултаратпӑр?