Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ

Иеговӑна хавассӑн мухтаса юрлӑр

Иеговӑна хавассӑн мухтаса юрлӑр

Павелпа Сила тӗрмере ларнӑ чухне Иеговӑна мухтаса юрланӑ (Ап ӗҫ 16:25). Юрӑсене юрлани вӗсене йывӑрлӑхсене чӑтса ирттерме пулӑшнӑ. Пирӗн пирки вара мӗн калама пулать? Пирӗн юрӑ кӗнекинчи тата пирӗн сайтри юрӑсем пире хавхалантараҫҫӗ тата йывӑр чухне шанчӑклӑ тӑрса юлма пулӑшаҫҫӗ. Чи кирли вара ҫав юрӑсем Иеговӑна мухтава кӑлараҫҫӗ (Пс 27:7). Пире сахалтан та ик-виҫ юрра вӗренме хавхалантарнӑччӗ. Вӗренме май пулчӗ-и? Ҫемьепе пӗрле Турра пуҫҫапнӑ чухне юрӑсен сӑмахӗсене вӗренме тата репетици тума лайӑх май пур.

«АЧАСЕМ ИЕГОВӐНА МУХТАСА ЮРЛАҪҪӖ» ВИДЕОРОЛИК ПӐХӐР ТА ҪАК ЫЙТУСЕМ ҪИНЕ ХУРАВЛӐР:

  • Патшалӑх юррисене юрлани пире мӗнле ҫирӗплетме пултарать?

  • Аудио-видео тӑвакан уйрӑм юрӑсене ҫырма мӗнле хатӗрленет?

  • Юрӑсене ҫыриччен ачасемпе вӗсен ашшӗ-амӑшӗсем мӗнле хатӗрленеҫҫӗ?

  • Патшалӑх юррисенчен хӑшӗсем сире ытларах килӗшеҫҫӗ тата мӗншӗн?