Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ | ЛУКА 10, 11

Ырӑ Самари ҫынни ҫинчен калакан ытарӑш

Ырӑ Самари ҫынни ҫинчен калакан ытарӑш

10:25—37

Иисус ҫак ытарӑша пӗр ҫын унран: «Ман ҫывӑх ҫыннӑм кам?» — тесе ыйтсан каласа панӑ (Лк 10:25—29). Иисус христиансен пухӑвӗ тӗрлӗ халӑх ҫыннисенчен, ҫав шутрах Самари тата ытти халӑх ҫыннисенчен, тӑрассине пӗлнӗ (Ин 12:32). Ҫак ытарӑшра Иисусӑн вӗренекенӗсен ыттисене, хӑйсенчен питӗ вӑйлӑ уйрӑлса тӑракансене те, юратма вӑй хумаллине кӑтартнӑ.

ХӐВӐРТАН ЫЙТӐР:

  • «Урӑх культурӑра ӳснӗ тӑвансем ҫине эпӗ мӗнле пӑхатӑп?»

  • «Эпӗ ытларах хам пек ҫынсемпе хутшӑнатӑп-и?»

  • «Тӗрлӗ халӑхран тухнӑ тӑвансемпе ҫывӑхрах паллашмашкӑн эпӗ хамӑн чӗрене уҫма пултаратӑп-и?» (2Кр 6:13)

Эпӗ тӑвана...

  •  ырӑ хыпар сарма чӗнесшӗн

  •  хам пата апат ҫиме чӗнесшӗн

  •  ҫемьепе пӗрле Турра пуҫҫапма чӗнесшӗн