ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ
Ашшӗ-амӑшӗсем, хӑвӑр ачӑрсене тӗрӗс йышӑну тума пулӑшӑр
Турра юратакан ашшӗ-амӑшӗсем хӑйсен ачисем Иеговӑн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсем пулса тӑччӑр теҫҫӗ. Ҫавӑнпа та вӗсен хӑйсен ачисене мӗн пӗчӗкренех Библири чӑнлӑхсене юратма вӗрентмелле (Сак аст 6:7; Ыт 22:6). Ҫакна тума ҫӑмӑл-и? Пачах ҫӑмӑл мар. Анчах вӑй хуни ахалех пулмӗ (3Ин 4).
Ашшӗ-амӑшӗсем Иосифпа Марийӑран чылай мӗне вӗренме пултараҫҫӗ. Нумай вӑй хумалла пулнӑ тата нумай укҫа тӑкакламалла пулнӑ пулсан та, вӗсем «ҫулленех Иерусалима Пасха уявне ҫӳренӗ» (Лк 2:41). Апла, ҫак ҫемьешӗн чи кирли вӑл Иеговӑпа ҫывӑх хутшӑнусем аталантарасси пулнӑ. Паян та ашшӗ-амӑшӗсем хӑйсен ачисем тӗрӗс ҫулпа пыччӑр тесе вӗсене канашсем параҫҫӗ тата кашни майпа усӑ курса сӑмахпа та, ӗҫпе те вӗрентеҫҫӗ (Пс 126:3—5).
«ХӐЙСЕНЕ ШАНСА ПАНӐ ТИВӖҪСЕНЕ ВӖСЕМ ЙЫШӐННӐ» ВИДЕОРОЛИК ПӐХӐР ТА ҪАК ЫЙТУСЕМ ҪИНЕ ХУРАВЛӐР:
-
Шиллерсен ҫемйи пуринчен малтан Турӑ Патшалӑхӗшӗн тӑрӑшни мӗнрен курӑнать?
-
Мӗншӗн ашшӗ-амӑшӗсен кашни ачана тӗрлӗ меслетпе вӗрентсе ӳстермелле?
-
Ӗненӗве тӗрӗслекен йывӑрлӑхсене чӑтса ирттерме ашшӗ-амӑшӗсем хӑйсен ачисене мӗнле хатӗрлеме пултараҫҫӗ?
-
Хӑвӑр ачӑрсене Иеговӑн тусӗсем пулса тӑма пулӑшас тесе эсир пирӗн организаци парса тӑракан мӗнле хатӗрсемпе усӑ куратӑр?