Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ

Социаллӑ сетьсем. Танатасенчен пӑрӑнӑр

Социаллӑ сетьсем. Танатасенчен пӑрӑнӑр

ҪАКӐ МӖНШӖН ПИТӖ КИРЛӖ? Кирек мӗнле хатӗр пекех социаллӑ сетьсем усӑ пама та, сиен кӳме те пултараҫҫӗ. Хӑш-пӗр христиансем социаллӑ сетьсемпе пачах усӑ курмаҫҫӗ. Теприсем вара ҫав сетьсем урлӑ хурӑнташӗсемпе тата тусӗсемпе хутшӑнаҫҫӗ. Анчах та асӑрхануллӑ пулмасан эпир хамӑрӑн ята яма тата Иеговӑпа хамӑр хушӑри хутшӑнусене аркатма пултаратпӑр, Шуйттан шӑп ҫакна кӗтет те. Турӑ Сӑмахӗнчи принципсем, Иисуса пулӑшнӑ пекех, пире те хӑрушлӑхсене асӑрхама тата вӗсенчен пӑрӑнма пулӑшма пултараҫҫӗ (Лк 4:4, 8, 12).

ТАНАТАСЕМ

  • Вӑхӑта сая яни. Социаллӑ сетьсенче сехечӗ-сехечӗпе ларсан Иеговӑпа ҫывӑхланма пулӑшакан ӗҫсем валли вӑхӑт юлмасан та пултарать

    Библири принципсем: Эф 5:15, 16; Фп 1:10

  • Сиенлӗ материал. Намӑссӑр ӳкерчӗксемпе видеосене пӑхни порнографи пӑхас туртӑма ҫуратма е аскӑн ӗҫ тӑвасси патне илсе ҫитерме пултарать. Чӑнлӑхран пӑрӑннӑ ҫынсен сайчӗсене е блогӗсене вулани пирӗн ӗненӗве аркатма пултарать

    Библири принципсем: Мф 5:28; Фп 4:8

  • Киревсӗр комментарисемпе фотографисем. Чӗре ултавлӑ пулнӑран ҫын киревсӗр комментарисемпе фотографисене социаллӑ сетьсенче вырнаҫтарма пултарать. Анчах та ҫапла тунипе камӑнне те пулин ятне яма е ӗненӗвне хавшатма пулать

    Библири принципсем: Рм 14:13; Эф 4:29

«СОЦИАЛЛӐ СЕТЬСЕМПЕ ТӖРӖС УСӐ КУРӐР» ВИДЕОРОЛИК ПӐХӐР ТА ҪАКӐН ПЕК ЛАРУ-ТӐРУСЕНЧЕН МӖНЛЕ ПӐРӐНМАЛЛИНЕ ҪЫРСА ТУХӐР: