Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ

Христос йӗрӗпе тӗп-тӗрӗс пырӑр

Христос йӗрӗпе тӗп-тӗрӗс пырӑр

Пирӗн Иисусран тӗслӗх илмелле, уйрӑмах йывӑрлӑхсемпе е хӗсӗрленипе тӗл пулнӑ чухне (1Пт 2:21—23). Хӑйне хурланӑ вӑхӑтра Иисус, ӑна питӗ йывӑр пулнӑ пулсан та, нихӑҫан та хирӗҫ нимӗн те каламан (Мк 15:29—32). Чӑтӑмлӑ пулма ӑна мӗн пулӑшнӑ? Вӑл Иеговӑн ирӗкне туса тӑма ҫирӗп шут тытнӑ (Ин 6:38). Ҫавӑн пекех вӑл «Хӑй валли хатӗрленӗ савӑнӑҫне» яланах асра тытнӑ (Евр 12:1, 2).

Ӗненнӗшӗн хӗсӗрленӗ чухне эпир хамӑра мӗнле тытатпӑр? Чӑн христиансем усалшӑн усалпа тавӑрмаҫҫӗ (Рм 12:14, 17). Йывӑрлӑхсене Иисус пекех чӑтса ирттеретпӗр пулсан, эпир савӑнма пултаратпӑр, вӗт Турӑ пире ырлать (Мф 5:10—12; 1Пт 4:12—14).

«ИЕГОВӐН ЯЧӖ — ЧИ ПӖЛТЕРӖШЛӖ ЯТ» ВИДЕОРОЛИК ПӐХӐР ТА ҪАК ЫЙТУСЕМ ҪИНЕ ХУРАВЛӐР:

  • Пётцингер хӗрарӑм тӑван пӗччен лармалли камерӑра ларнӑ чухне вӑхӑтпа мӗнле тӗрӗс усӑ курнӑ?

  • Мартин тата Гертруд Пётцингерсем концлагерьсенче мӗнле йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнӑ?

  • Пурне те чӑтса ирттерме вӗсене мӗн пулӑшнӑ?

Йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнӑ чухне Христос йӗрӗпе тӗп-тӗрӗс пырӑр