ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ
«Турӑ пӗрлештернине...»
Моисей саккунӗ тӑрӑх, арҫын хӑйӗн арӑмӗпе уйрӑлма шутланӑ пулсан, унӑн уйрӑлу хутне ҫырмалла пулнӑ. Ҫак хушӑва мӑшӑрсем уйрӑлма ан васкаччӑр тесе панӑ. Анчах Иисус ҫӗр ҫинче пурӑннӑ вӑхӑтра тӗн пуҫлӑхӗсем мӑшӑрсене уйрӑлма ҫӑмӑлрах пултӑр тесе ҫав йӗркене ансатлатнӑ. Арҫынсем хӑйсен арӑмӗсемпе кирек мӗнле сӑлтава пула та уйрӑлма пултарнӑ («свидетельство о разводе», «разводится со своей женой», «прелюбодействует по отношению к первой» — Мк 10:4, 11 валли тӗпчемелли материал, nwtsty-U). Фарисейсемпе калаҫнӑ чухне Иисус мӑшӑрлӑ пурнӑҫа йӗркелесе-пуҫарса яраканӗ Иегова тесе палӑртнӑ (Мк 10:2—12). Турӑ шухӑшласа хунӑ тӑрӑх, мӑшӑрсен «пӗр ӳт» пулса тӑрса ӗмӗр-ӗмӗр пӗрле пурӑнмалла. Матфей 19:9-мӗшӗнче вара упӑшки е арӑмӗ «аскӑн ӗҫ» тусан ҫеҫ мӑшӑрсем уйрӑлма пултараҫҫӗ тесе каланӑ.
Хальхи вӑхӑтра ҫынсенчен нумайӑшӗ мӑшӑрлӑ пурнӑҫ ҫине Иисус пӑхнӑ пек мар, фарисейсем пӑхнӑ пек пӑхаҫҫӗ. Йывӑрлӑхсем сиксе тухсан вӗсем уйрӑлма васкаҫҫӗ. Христиансем вара хӑйсене пачах урӑхла тытаҫҫӗ, вӗсем мӑшӑра тупа туса сӑмах пани ҫине ҫӑмӑлттайлӑн пӑхмаҫҫӗ тата Библири принципсемпе усӑ курса йывӑрлӑхсене татса пама тӑрӑшаҫҫӗ. «Юратупа хисеплени ҫемьесене ҫирӗплетет» видеоролик пӑхӑр та ҫак ыйтусем ҫине хуравлӑр:
-
Ытарӑшсем 15:1-мӗшӗнчи канашпа мӑшӑрлӑ пурнӑҫра мӗнле усӑ курма пулать тата ҫакӑ мӗншӗн питӗ кирлӗ?
-
Ытарӑшсем 19:11-мӗшӗнчи канаш йывӑрлӑхсенчен сыхланма мӗнле пулӑшать?
-
Ҫемьери йывӑрлӑхсене татса пама май ҫук пек туйӑннӑ чухне уйрӑласси пирки шухӑшлас вырӑнне мӗнле ыйтусем ҫинчен шухӑшласа пӑхмалла?
-
Матфей 7:12-мӗшӗнчи принцип лайӑх упӑшка е лайӑх арӑм пулса тӑма мӗнле пулӑшма пултарать?