Иисус курӑнура хӑйне ҫӳлти Ашшӗ ырланине илтсен мӗн туйма пултарни пирки шухӑшласа пӑхӑр-ха. Паллах, ҫакӑ Иисуса пулас йывӑрлӑхсене чӑтса ирттерме вӑй панӑ. Ҫав курӑну Петр, Иаков тата Иоанн ҫине те вӑйлӑ витӗм кӳнӗ. Халӗ вӗсен Иисус Мессия пулни пирки тата ӑна итлесе пурӑнни тӗрӗс пулни пирки пӗр иккӗленӳ те тӑрса юлман. 30 ҫул ытла иртсен те Петр ҫав курӑну ҫинчен, вӑл ӑна «пророксенӗн чӑн сӑмахне» хытӑрах шанма пулӑшни ҫинчен манман (2Пт 1:16—19).
Эпир ҫав курӑнӑва курман пулин те вӑл мӗнле пурнӑҫланса пынине курма пултаратпӑр. Халӗ Иисус — «ҫӗнтерме тухнӑ» хӑватлӑ Патша (Ӳлӗм 6:2). Кӗҫех вӑл ҫӗнӗ тӗнче туса хурӗ, унта тӳрӗлӗх пулӗ.
Библири пророкла каланисем пурнӑҫланни сирӗн ӗненӗве мӗнле ҫирӗплетет?