Мартӑн 26 — апрелӗн 1
МАТФЕЙ 25
143-мӗш юрӑ тата кӗлӗ
Малтанхи сӑмахсем (3 мин. е сахалрах)
ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ
«Сыхӑ тӑрӑр» (10 мин.)
Мф 25:1—6. Пиллӗк ӑслӑ тата пиллӗк ӑссӑр хӗр кӗрӳ каччӑна хирӗҫ тухнӑ
Мф 25:7—10. Ӑссӑр хӗрсем кӗрӳ каччӑна кӗтсе илмен
Мф 25:11, 12. Ӑслӑ хӗрсем ҫеҫ туя кӗнӗ
Турӑ Сӑмахӗнче хаклӑ чӑнлӑхсем шыратпӑр (8 мин.)
Мф 25:31—33. Сурӑхсемпе качакасем ҫинчен калакан ытарӑша ӑнлантарса парӑр (bw556 26—27 с., 7 абз.)
Мф 25:40. Христосӑн тӑванӗсене эпир мӗнле пулӑшса тӑма пултаратпӑр? (w09-U 10/15 16—17 с., 16—18 абз.)
Ку эрнере вуланӑ Библи сыпӑкӗсенчен эсир Иегова ҫинчен мӗн пӗлтӗр?
Ку эрнере вуланӑ Библи сыпӑкӗсенче эсир тата мӗнле хаклӑ чӑнлӑхсем тупрӑр?
Библи вулани (4 мин. е сахалрах): Мф 25:1—23
ЫРӐ ХЫПАР САРМА ВӖРЕНЕТПӖР
Виҫҫӗмӗш калаҫу (3 мин. е сахалрах): 1 с. калаҫмалли майпа усӑ кур.
Тӑваттӑмӗш калаҫу (3 мин. е сахалрах): сӑвӑ йӗркисене хӑв суйласа ил те вырӑнлӑ планпа усӑ курса «Турӑ пирӗншӗн мӗн тунӑ» темӑна сӳтсе яв.
Доклад (6 мин. е сахалрах): bw556 26—27 с., 7—10 абз. Тема: «Сурӑхсемпе качакасем ҫинчен калакан ытарӑшра ырӑ хыпар сарас ӗҫ питӗ кирлӗ пулнине мӗнле палӑртнӑ?»
ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ
«Ырӑ хыпар сарас ӑсталӑха лайӑхлататпӑр. Вӗренекене хатӗрленме вӗрентӗр» (10 мин.) Сӳтсе явни. Ҫавӑн хыҫҫӑн хӗрарӑм тӑван хӑйӗн вӗренекенне мӗнле хатӗрленме вӗрентни ҫинчен видеоролик кӑтарт та сӳтсе яв. Итлекенсене вӗсем хӑйсен вӗренекенӗсене тата мӗнле майсемпе хатӗрленме вӗрентни ҫинчен каласа пама ыйт.
Хӑнасене хапӑл туса йышӑнатпӑр (5 мин.) Доклад. 2016 ҫулхи мартри «Пурнӑҫпа сӑваплӑ ӗҫ» ӗҫ тетрадӗнчи шухӑшсене каласа тух. 2017 ҫулта Каҫхи апат уявӗ умӗн тата хыҫҫӑн ырӑ хыпар сарнӑ чухне пулса иртнӗ темиҫе хавхалантаракан тӗслӗхе каласа пар. Итлекенсене мартӑн 31-мӗшӗнче Каҫхи апат уявӗ мӗнле тата ӑҫта иртесси ҫинчен кала.
Пухура Библи вӗренни (30 мин.): jy 14 сып.
Ку тата тепӗр эрнери тӗлпулусенчи шухӑшсене кӗскен пӑхса тухни (3 мин.)
79-мӗш юрӑ тата кӗлӗ