Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ

Ырӑ хыпар сарас ӑсталӑха лайӑхлататпӑр. Вӗренекене хатӗрленме вӗрентӗр

Ырӑ хыпар сарас ӑсталӑха лайӑхлататпӑр. Вӗренекене хатӗрленме вӗрентӗр

ҪАКӐ МӖНШӖН ПИТӖ КИРЛӖ? Вӗренекен хатӗрленет пулсан, ӑна материала ӑнланма тата астуса юлма ҫӑмӑлрах пулать. Мӗн чухлӗ нумайрах вӗренекен ӑнланать тата астуса юлать, ҫавӑн чухлӗ хӑвӑртрах вӑл чӑнлӑхра ҫитӗнӳсем тӑвать. Шыва кӗнӗ хыҫҫӑн та унӑн тӗлпулусене тата ырӑ хыпар сарма хатӗрленмелле пулать, ҫакӑ вара ӑна сыхӑ тӑма пулӑшӗ (Мф 25:13). Апла, тӗпчеме пӗлни тата ҫакна тӑтӑшах туни ӑна нумай усӑ парӗ. Ҫавӑнпа та вӗренекенӗн Библи вӗренӗвне хатӗрленесси йӑлана кӗтӗр тесен пирӗн ӑна мӗн пуҫламӑшӗнченех пулӑшмалла.

ҪАКНА МӖНЛЕ ТУМАЛЛА:

  • Тӗслӗх кӑтартӑр (Рм 2:21). Вӗренекене мӗн кирлине шута илсе кашни Библи вӗренӗвне хатӗрленӗр (km 11/15 3 с.) Хӑвӑрӑн планра тунӑ заметкӑсене кӑтартӑр

  • Хатӗрленме хавхалантарӑр. Мӗн пуҫламӑшӗнченех вӗренекене хатӗрленни Библи вӗренӗвӗ шутне кӗрет тесе ӑнлантарӑр тата ҫакӑ мӗнле усӑ пани ҫинчен каласа парӑр. Хатӗрленме вӑхӑт мӗнле тупмалли пирки канашсем парӑр. Хуравсене палӑртсан тата заметкӑсене тусан темӑна ӑнланма чылай ҫӑмӑлрах пулнине вӗренекенсем курччӑр тесе хӑш-пӗр хыпарҫӑсем вӗсене хӑйсен вӗренмелли пособие кӑтартаҫҫӗ. Вӗренекен хатӗрленнӗ пулсан, ӑна мухтаса илӗр

  • Мӗнле хатӗрленмеллине кӑтартӑр. Хӑш-пӗр хыпарҫӑсем ҫакна ҫынпа Библи вӗренме пуҫланӑ хыҫҫӑнах тӑваҫҫӗ