Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ | МАТФЕЙ 25

«Сыхӑ тӑрӑр»

«Сыхӑ тӑрӑр»

25:1—12

Иисус вунӑ хӗр ҫинчен каланӑ ытарӑша святой сывлӑшпа суйласа лартнисене каласа панӑ пулсан та, ҫак ытарӑш ытти христиансемшӗн те усӑллӑ (bw556 12—16 с.). «Сыхӑ тӑрӑр, мӗншӗн тесессӗн Этем Ывӑлӗ хӑш кун, хӑш сехетре килессе пӗлместӗр»,— тенӗ Иисус (Мф 25:13). Эсир ҫак ытарӑша ӑнлантарса пама пултаратӑр-и?

  • Кӗрӳ каччӑ (1-мӗш сӑвӑ йӗрки): Иисус

  • Ӑслӑ хӗрсем (2-мӗш сӑвӑ йӗрки): святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансем, вӗсем хӑйсене шанса панӑ ӗҫе туса тӑма хатӗр, вӗсем мӗн вӗҫне ҫитичченех ҫутатса тӑракан ҫутӑсем пек ҫутатса тӑраҫҫӗ (Фп 2:15, 16)

  • «Кӗрӳ каччӑ килет» тесе кӑшкӑрни (6-мӗш сӑвӑ йӗрки): Иисус патшара ларнине кӑтартакан ҫирӗплетӳсем

  • Ӑссӑр хӗрсем (8-мӗш сӑвӑ йӗрки): святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансем, вӗсем кӗрӳ каччӑна хирӗҫ тухаҫҫӗ, анчах сыхӑ тӑма пӑрахнипе шанчӑклӑ тӑрса юлмаҫҫӗ

  • Ӑслӑ хӗрсем хӑйсен ҫӑвне пама килӗшмен (9-мӗш сӑвӑ йӗрки): святой сывлӑшпа суйласа лартнисем ҫине юлашки хут яланлӑхах пичет лартнӑ хыҫҫӑн вӗсем шанчӑклӑ пулманнисене тек пулӑшма пултараймаҫҫӗ

  • «Кӗрӳ каччӑ пырса ҫитнӗ» (10-мӗш сӑвӑ йӗрки): Иисус хӑрушла асап вӑхӑчӗ вӗҫлениччен суд тума килет

  • Ӑслӑ хӗрсем кӗрӳ каччӑпа пӗрле туя кӗнӗ, вара алӑкӗ хупӑннӑ (10-мӗш сӑвӑ йӗрки): Иисус святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ шанчӑклӑ христиансене тӳпене пуҫтарать, шанчӑклӑ тӑрса юлманнисем вара ҫак шанчӑка ҫухатаҫҫӗ