ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ
Чӑн христиансем пӗр-пӗрне юратнипе палӑрса тӑраҫҫӗ. Пухури пӗрлӗхе упрӑр
ҪАКӐ МӖНШӖН ПИТӖ КИРЛӖ? Хӑй вилес умӗнхи каҫ Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсем «пӗр-пӗтӗм пулччӑр» тесе кӗлтунӑ (Ин 17:23). Пӗрлӗхе упрас тесен пирӗн пӗр-пӗрне юратмалла тата хамӑра усал тунине асра тытмалла мар (1Кр 13:5).
ҪАКНА МӖНЛЕ ТУМАЛЛА?
-
Иегова пекех ыттисенче лайӑххине курма тӑрӑшӑр
-
Чун-чӗререн каҫарӑр
-
Ыйтӑва татса панӑ хыҫҫӑн ун патне урӑх ан таврӑнӑр (Ыт 17:9)
«„ПӖР-ПӖРНЕ ЮРАТӐР“. ХӐВӐРА УСАЛ ТУНИНЕ АСРА АН ТЫТӐР» ВИДЕОРОЛИКА ПӐХӐР ТА ҪАК ЫЙТУСЕМ ҪИНЕ ХУРАВЛӐР:
-
Видеороликӑн пӗрремӗш пайӗнче Хелен хӑйне кӳрентернине асра тытни мӗнрен курӑнать?
-
Видеороликӑн иккӗмӗш пайӗнче мӗнле майпа Хелен япӑх шухӑшсене сирсе ярса лайӑххи ҫинчен шухӑшлама пуҫлать?
-
Хелен хӑйне мӗнле тытни пухури пӗрлӗх ҫине мӗнле витӗм кӳнӗ?