Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ

Чӑн христиансем пӗр-пӗрне юратнипе палӑрса тӑраҫҫӗ. Чӑннишӗн савӑнӑр

Чӑн христиансем пӗр-пӗрне юратнипе палӑрса тӑраҫҫӗ. Чӑннишӗн савӑнӑр

ҪАКӐ МӖНШӖН ПИТӖ КИРЛӖ? Иисус пекех пирӗн Туррӑн тӗллевӗ ҫинчен калакан чӑнлӑха пӗлтермелле (Ин 18:37). Ҫавӑн пекех пирӗн чӑннишӗн савӑнмалла, чӑнлӑха каламалла тата суяпа, тӗрӗсмарлӑхпа тулнӑ тӗнчере чӑнни ҫинчен шухӑшламалла (1Кр 13:6; Фп 4:8).

ҪАКНА МӖНЛЕ ТУМАЛЛА?

  • Элек ан сарӑр тата элек саракансене ан итлӗр (1Фс 4:11)

  • Ыттисем йывӑрлӑха лекнишӗн ан савӑнӑр

  • Пурнӑҫра ырӑ тата хавхалантаракан япаласем кӑна пулччӑр тесе тӑрӑшӑр

«„ПӖР-ПӖРНЕ ЮРАТӐР“. ТӖРӖСМАРЛӐХШӐН АН САВӐНӐР, ЧӐННИШӖН САВӐНӐР» ВИДЕОРОЛИКА ПӐХӐР ТА ҪАК ЫЙТУСЕМ ҪИНЕ ХУРАВЛӐР:

  • Мӗншӗн Дебби тӗрӗсмарлӑхшӑн савӑннӑ теме пулать?

  • Мӗнле майпа Элис калаҫӑва лайӑх еннелле пӑрса янӑ?

  • Эпир мӗнле лайӑх япаласем ҫинчен калаҫма пултаратпӑр?

Тӗрӗсмарлӑхшӑн ан савӑнӑр, чӑннишӗн савӑнӑр