Пӗррехинче Иисус вӗренекенӗсене тӗслӗх каласа панӑ, анчах вӗсем ӑна ӑнланман. Хӑшӗ-пӗрисене вара ҫак тӗслӗх такӑнтарнӑ, вӗсем ун хыҫҫӑн ҫӳреме те пӑрахнӑ. Пӗр кун маларах ҫеҫ Иисус вӗсене тӗлӗнмелле майпа тӑрантарнӑ, ҫакна вӑл Туррӑн вӑйӗпе тунине вӗсем курнӑ. Анчах мӗншӗн-ха ҫынсем ӑна ӗненме пӑрахнӑ? Вӗсем Иисус хыҫҫӑн тӗрӗс мар шухӑш-кӑмӑлпа — мӗн те пулин илессишӗн ҫеҫ пынӑ пулмалла.
Хӑвӑртан ыйтӑр: «Мӗншӗн эпӗ Иисус хыҫҫӑн пыратӑп? Хальхи е пуласлӑхри пиллӗхсене илессишӗн ҫеҫ-и? Е эпӗ ҫакна Иеговӑна юратнӑран тата ӑна савӑнтарас килнӗрен тӑватӑп-и?»
Эпир ытларах ҫак икӗ сӑлтава пула Иеговӑшӑн ӗҫлетпӗр пулсан, мӗншӗн ӗненӗве ҫухатма пултаратпӑр?
-
Пире Турӑ халӑхӗпе хутшӑнма килӗшет
-
Пирӗн райра пурӑнас килет