Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ

«Аҫу-аннӳне хисепле»

«Аҫу-аннӳне хисепле»

Иисус ҫӗр ҫинче сӑваплӑ ӗҫне тунӑ чухне «аҫу-аннӳне хисепле» текен ӳкӗте тытса тӑмалла тенӗ (Тх 20:12; Мф 15:4). Ҫакӑн пирки вӑл таса совеҫпе калама пултарнӑ, мӗншӗн тесен пӗчӗк чухне вӑл ашшӗ-амӑшне итлесе пурӑннӑ (Лк 2:51). Вилес умӗн вара Иисус вӗренекенӗсенчен пӗрне хӑйӗн амӑшне пӑхма ыйтнӑ (Ин 19:26, 27).

Паянхи кунсенче ҫамрӑк христиансем хӑйсен ашшӗ-амӑшне вӗсене итленипе тата вӗсемпе ыррӑн калаҫнипе хисепленине кӑтартма пултараҫҫӗ. Анчах «аҫу-аннӳне хисепле» текен ӳкӗт ҫамрӑксем валли кӑна мар. Атте-анне ватӑлнӑ пулин те, пирӗн вӗсене унчченхи пекех хисеплемелле тата вӗсен канашӗсене тимлемелле (Ыт 23:22). Ҫавӑн пекех пирӗн ватӑлнӑ атте-аннене укҫа-тенкӗпе пулӑшмалла тата вӗсемпе интересленмелле (1Тм 5:8). Пирӗн пурин те — эпир кирек миҫе ҫулта пулсан та — атте-аннепе тӑтӑшах калаҫмалла.

«АТТЕ-АННЕПЕ МӖНЛЕ КАЛАҪМАЛЛА?» ФЛОМАСТЕРПА ӲКЕРНӖ АНИМАЦИЕ ПӐХӐР ТА ҪАК ЫЙТУСЕМ ҪИНЕ ХУРАВЛӐР:

  • Мӗншӗн хӑш чухне атте-аннепе калаҫма ҫӑмӑл мар?

  • Атте-аннепе калаҫнӑ чухне вӗсене хисепленине мӗнле кӑтартма пулать?

  • Атте-аннепе калаҫма ҫӑмӑл мар пулсан та, мӗншӗн ҫавна тума тӑрӑшмалла? (Ыт 15:22)

    Аҫу-аннӳпе уҫҫӑн калаҫни сана нумай йывӑрлӑхран хӳтӗлӗ