Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ | МАТФЕЙ 14, 15

Иисус нумайӑшне сахалӑшӗ урлӑ тӑрантарса тӑрать

Иисус нумайӑшне сахалӑшӗ урлӑ тӑрантарса тӑрать

Пирӗн эрӑри 32 ҫулхи Пасха уявӗччен кӑшт маларах Иисус тӗлӗнмелле ӗҫ тунӑ. Ҫак ӗҫ ҫинчен кӑна пур Евангелире те ҫырса панӑ.

Ҫак тӗлӗнмелле ӗҫе тунипе Иисус пуласлӑхра хӑй хыҫҫӑн пыракансене мӗнле тӑрантарассине кӑтартнӑ.

14:16—21

  • Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене, вӗсен пилӗк ҫӑкӑрпа икӗ пулӑ кӑна пулнӑ пулин те, нумай ҫынна тӑрантарма хушнӑ

  • Иисус ҫӑкӑрпа пулла илсе кӗлтунӑ та вӗренекенӗсене панӑ, вӗренекенӗсем — ҫынсене

  • Тӗлӗнмелле те, апат пурне те ҫитнӗ кӑна мар, ытлашшипех пулнӑ. Иисус пин-пин ҫынна сахалӑшӗ урлӑ — хӑйӗн вӗренекенӗсем урлӑ — тӑрантарнӑ

  • Юлашки кунсенче пӗр ятарлӑ ушкӑн «вӑхӑтра апат» парса тӑрӗ тесе Иисус малтанах каласа хунӑ (Мф 24:45)

  • 1919 ҫулта Иисус хӑйӗн «тарҫисене [«килтисене», ҪТ]» тӑрантарса тӑма «шанчӑклӑ та ӑслӑ чурана» — святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ арҫын тӑвансен пӗчӗк ушкӑнне — хушнӑ

  • Святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ арҫын тӑвансен пӗчӗк ушкӑнӗ урлӑ Иисус пӗрремӗш ӗмӗрти пекех нумайӑшне сахалӑшӗ урлӑ тӑрантарса тӑрать

Иисус хӑйӗн халӑхне кам урлӑ тӑрантарса тӑрать, ҫавсене шаннине тата вӗсен ӗҫне хакланине эпӗ мӗнле кӑтартма пултаратӑп?