Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ

Ырӑ хыпар сарас ӑсталӑха лайӑхлататпӑр. Ыйтусемпе лайӑх усӑ курма вӗренетпӗр

Ырӑ хыпар сарас ӑсталӑха лайӑхлататпӑр. Ыйтусемпе лайӑх усӑ курма вӗренетпӗр

ҪАКӐ МӖНШӖН ПИТӖ КИРЛӖ «Этем чӗринчи ӗмӗт-шухӑш — тарӑн шыв», ҫак шухӑшсене «ӑса-ӑса» илес тесе ыйтусемпе усӑ курма пулать (Ыт 20:5). Ыйтусем ҫынна калаҫӑва хутшӑнтараҫҫӗ. Тӗплӗн шухӑшласа панӑ ыйтусем ӑна лайӑхрах ӑнланма пулӑшаҫҫӗ. Иисус ыйтусемпе питӗ лайӑх усӑ курнӑ. Эпир унран мӗне вӗренме пултаратпӑр?

ҪАКНА МӖНЛЕ ТУМАЛЛА:

  • Ҫынна хӑйӗн шухӑшӗсене калама хавхалантаракан ыйтусем парӑр. Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсен шухӑшӗсене пӗлес тесе темиҫе ыйту панӑ (Мф 16:13—16; «Вырӑнлӑ ыйтусем пама пӗлни» хӑнӑхтарӑва пӑхӑр). Эсир вара ҫынна хӑйӗн шухӑшӗсене калама хавхалантарас тесе мӗнле ыйтусем пама пултаратӑр?

  • Ҫынна тӗрӗс пӗтӗмлетӳ тума пулӑшакан ыйтусем парӑр. Петра тӗрӗс пӗтӗмлетӳ тума пулӑшас тесе Иисус ыйту панӑ та тӗрлӗ хуравсем каланӑ (Мф 17:24—26). Эсир вара ҫынна тӗрӗс пӗтӗмлетӳ тума пулӑшас тесе мӗнле ыйтусем пама пултаратӑр?

  • Итлекене мухтаса илӗр. Пӗр кӗнекеҫӗ «ӑслӑ хуравланине» илтсен Иисус ӑна мухтаса илнӗ (Мк 12:34). Эсир вара ыттисене мӗнле мухтаса илме пултаратӑр?

«ИИСУС ТУНӐ ӖҪЕ ТУСА ТӐРӐР. ВӖРЕНТӖР» ВИДЕОРОЛИКӐН ПӖРРЕМӖШ ПАЙНЕ ПӐХӐР ТА ҪАК ЫЙТУСЕМ ҪИНЕ ХУРАВЛӐР:

  • Арҫын тӑван материала тӗрӗс уҫса панӑ пулсан та, мӗншӗн ҫапла вӗрентни тӗрӗс мар?

  • Мӗншӗн пӗлӳ пани ҫеҫ ҫителӗксӗр?

ВИДЕОРОЛИКӐН ИККӖМӖШ ПАЙНЕ ПӐХӐР ТА ҪАК ЫЙТУСЕМ ҪИНЕ ХУРАВЛӐР:

  • Мӗншӗн арҫын тӑван ыйтусемпе лайӑх усӑ курнӑ теме пулать?

  • Ҫак видеороликра кӑтартнӑ тата мӗнле вӗрентмелли меслетсемпе эсир усӑ курасшӑн?

Эпир мӗнле вӗрентни ҫын ҫине епле витӗм кӳрет? (Лк 24:32)