Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ | МАТФЕЙ 18, 19

Ан такӑнӑр, ыттисене те ан такӑнтарӑр

Ан такӑнӑр, ыттисене те ан такӑнтарӑр

Иисус тӗслӗхсемпе усӑ курса эпир такӑнни тата ыттисене такӑнтарни питӗ хӑрушӑ пулнине кӑтартса панӑ.

18:6, 7

  • Ҫын пӗр-пӗр ӗҫе е пӗр-пӗр лару-тӑрӑва пула тӗрӗс мар ҫул ҫине тӑрать, такӑнать е ҫылӑх тӑвать пулсан, ҫакӑ уншӑн «такӑнтаракан чул» (ҪТ) пулса тӑрать

  • Кам ыттисемшӗн такӑнтаракан чул пулса тӑрать, ҫавна мӑйӗнчен арман чулӗ ҫакса тинӗсе путарни лайӑхрах

Арман чулӗ

18:8, 9

  • Мӗн те пулин, вӑл питӗ кирлӗ пулсан та (сӑмахран, ал е куҫ), такӑнтарать пулсан, ҫавна пӑрахни аванрах пулать тенӗ Иисус

  • Пире мӗн питӗ кирлӗ, ҫавна упраса хӑварса «тамӑка [«гееннӑна», ҪТ]» лекес, е ӗмӗрлӗхе пӗтес, вырӑнне ҫавӑнсӑр тӑрса юлса Турӑ Патшалӑхне кӗресси аванрах

Мӗн маншӑн такӑнтаракан чул пулса тӑма пултарать? Такӑнас мар тесе тата ыттисене такӑнтарас мар тесе эпӗ мӗн тума пултаратӑп?