Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ | МАТФЕЙ 12, 13

Тулӑпа пукра ҫинчен калакан ытарӑш

Тулӑпа пукра ҫинчен калакан ытарӑш

Иисус тулӑпа пукра ҫинчен каласа парса пӗтӗм «тулла» — святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансене — мӗнле тата хӑҫан пухассине кӑтартса панӑ (святой сывлӑшпа суйласа лартма пирӗн эрӑри 33 ҫулта тытӑннӑ).

13:24

«Пӗр ҫын хӑй хирне ырӑ вӑрлӑх акнӑ»

  • Акакан: Иисус Христос

  • Ырӑ вӑрлӑх акни: Иисусӑн вӗренекенӗсене святой сывлӑшпа суйласа лартни

  • Хир: тӗнче, е этемлӗх

13:25

«Ҫынсем ҫывӑрнӑ вӑхӑтра унӑн тӑшманӗ пынӑ та тулӑ хушшине пукра акса хӑварнӑ»

  • Тӑшман: Шуйттан

  • Ҫынсем ҫывӑрни: апостолсем вилни

13:30

«Выриччен иккӗшӗ те пӗрлех ӳсчӗр»

  • Тулӑ: святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансем

  • Пукра: суя христиансем

«Малтан пукрине пухӑр... туллине вара ман кӗлете пухса хурӑр»

  • Чурасем/выракансем: ангелсем

  • Пукрине пухни: суя христиансене святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансенчен уйӑрни

  • Кӗлете пухни: святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансене ҫӗнӗрен йӗркелесе янӑ пухӑва пухни

Вырма вӑхӑчӗ пуҫлансан чӑн христиансем суя христиансенчен мӗнпе уйрӑлса тӑнӑ?

Ҫак ытарӑша ӑнланни мана мӗнле усӑ парать?