Монровирен инҫех мар Иегова Свидетелӗсем хӗрарӑма буклет сӗнеҫҫӗ (Либери)

«ПУРНӐҪПА СӐВАПЛӐ ӖҪ» ӖҪ ТЕТРАЧӖ 2018 январь

Калаҫмалли майсем

«Эсир Иегова Свидетелӗ-и? Сирӗн ӗҫе чарнӑ вӗт!» хирӗҫ калани; «Информаци тӗрӗс пулнипе пулманнине мӗнле пӗлмелле? Христиансене мӗншӗн хӗсӗрлеҫҫӗ?» ыйтусем

ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ

«Ҫӳлти Патшалӑх ҫывӑхарчӗ»

Иоанн ансат пурнӑҫпа пурӑннӑ тата Турӑшӑн пӗтӗм вӑйне хурса ӗҫленӗ. Ансат пурнӑҫпа пурӑнсан эпир те Турӑшӑн нумайрах ӗҫлеме пултаратпӑр.

ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ

Иисусӑн Ту ҫинче каланӑ проповедӗнчен эпир мӗне вӗренетпӗр?

«Мӗскӗн кӑмӑллисем» тени мӗне пӗлтерет? Иегова парса тӑракан сӑнарлӑ апатран тата нумайрах усӑ илес тесе эпир мӗн тума пултаратпӑр?

ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ

«Малтан тӑванупа кайса килӗштер». Ҫакна мӗнле тумалла?

Иисус вӗрентнӗ тӑрӑх, тӑвансемпе килӗштерсе пурӑнни Турра пуҫҫапнипе мӗнле ҫыхӑннӑ?

ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ

«Пуринчен малтан Турӑ Патшалӑхӗшӗн... тӑрӑшӑр»

Чи малтан пирӗн мӗн ҫинчен кӗлтумалла?

ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ

«Ан пӑшӑрханӑр»

Ту ҫинче каланӑ проповедьре Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене ан пӑшӑрханӑр тенипе мӗн каласшӑн пулнӑ?

ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ

Иисус ҫынсене юратнӑ

Ҫынсене сыватнипе Иисус хӑватлӑ пулнине, чи кирли вара — ҫынсене питӗ юратнине тата хӗрхеннине кӑтартнӑ.

ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ

Иисус вӑй пама сӑмах панӑ

Шыва кӗрсен эпир Христосӑн вӗренекенӗсем пулса тӑратпӑр та унӑн сӳсменне тӑхӑнатпӑр, ҫапла эпир ӑна итлесе-пӑхӑнса пурӑнма сӑмах паратпӑр. Ҫакна тума йывӑр мар.