«Ҫӳлти Патшалӑх ҫывӑхарчӗ»
-
Иоанӑн тумтирӗпе ҫи-пуҫӗ вӑл ансат пурнӑҫпа пурӑннине тата Турӑшӑн пӗтӗм вӑйне хурса ӗҫленине кӑтартнӑ
-
Иисус валли ҫул хатӗрлесси Иоаншӑн чыс пулнӑ тата ҫавӑншӑн вӑл кирек мӗне те хӑварма хатӗр пулнӑ
Ансат пурнӑҫпа пурӑнни Турӑшӑн нумайрах ӗҫлеме май парать, ҫакӑ вара пысӑк савӑнӑҫ кӳрет. Пурнӑҫа мӗнле ансатлатма пулать?
-
Хӑвӑра пурӑнмалӑх чӑннипе мӗн кирли пирки шутласа пӑхӑр
-
Кирлӗ-кирлӗ мар япаласем ҫине укҫана ан салатӑр
-
Мӗн илмеллине тата мӗн чухлӗ укҫа тӑкакламаллине шутласа ҫырса хурӑр
-
Кирлӗ мар япаласене кӑларса пӑрахӑр
-
Парӑмсене парса татӑр
-
Укҫа ӗҫлесе илме сахалтарах вӑхӑт уйӑрма тӑрӑшӑр
Хамӑн пурнӑҫа ансатласан эпӗ мӗнле тӗллеве пурнӑҫа кӗртме пултарӑп?