Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ

«Ан пӑшӑрханӑр»

«Ан пӑшӑрханӑр»

Ту ҫинче каланӑ проповедьре Иисус: «Хӑвӑр чунӑршӑн... ан пӑшӑрханӑр»,— тенӗ (Мф 6:25). Сатанан тӗнчинче ҫитменлӗхлӗ ҫынсем пӑшӑрханмасӑр пурӑнаймаҫҫӗ, анчах Иисус хӑй хыҫҫӑн пыракансене ытлашши ан пӑшӑрханӑр тесе вӗрентнӗ (Пс 12:3). Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен ытлашши пӑшӑрханни, пурӑнмалӑх мӗн кирли ҫинчен пӑшӑрханни те, халтан яма пултарать, ҫавна пула пуринчен малтан Турӑ Патшалӑхӗшӗн тӑрӑшма йывӑртарах пулать (Мф 6:33). Иисусӑн ҫак сӑмахӗсем пире ытлашши пӑшӑрханма памӗҫ:

Эпӗ мӗн-мӗн ҫинчен пӑшӑрханма пӑрахасшӑн?