Матфей кӗнекинчи 8-мӗшпе 9-мӗш сыпӑксенче Иисус Галилейӑра ырӑ хыпар сарнӑ чухне пулса иртнӗ событисем ҫинчен ҫырнӑ. Ҫынсене сыватнипе Иисус хӑватлӑ пулнине, чи кирли вара — ҫынсене питӗ юратнине тата хӗрхеннине кӑтартнӑ.
-
Иисус тилҫе ернӗ ҫынна сыватнӑ (Мф 8:1—3).
-
Иисус ҫӗрпӳн тарҫине сыватнӑ (Мф 8:5—13).
Вӑл Петрӑн хунямӑшне сыватнӑ (Мф 8:14, 15).
Вӑл демонсене хӑваласа кӑларнӑ тата чирлисене сыватнӑ (Мф 8:16, 17).
-
Иисус тискер демонсене хӑваласа кӑларса вӗсене сысна кӗтӗвӗ ӑшне кӗме каланӑ (Мф 8:28—32).
-
Иисус шалкӑм ҫапнӑ ҫынна сыватнӑ (Мф 9:1—8).
Вӑл хӑйӗн тумтирне сӗртӗннӗ хӗрарӑма сыватнӑ тата Иаир хӗрне чӗртсе тӑратнӑ (Мф 9:18—26).
Вӑл суккӑр ҫынсене тата чӗлхесӗр ҫынна сыватнӑ (Мф 9:27—34).
-
Иисус хуласем тата ялсем тӑрӑх «тӗрлӗ чир-чӗре, тӗрлӗ нишлӗхе сыватса ҫӳренӗ» (Мф 9:35, 36).
Ҫынсене юратнипе хӗрхеннине эпӗ тата мӗнле кӑтартма пултаратӑп?