Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ | МАТФЕЙ 10, 11

Иисус вӑй пама сӑмах панӑ

Иисус вӑй пама сӑмах панӑ

11:28—30

«Манӑн сӳсменӗм меллӗ»

Иисус, платник пулнӑран, лайӑх сӳсмене * мӗнле тумаллине пӗлнӗ. Сӳсмен меллӗ пултӑр тесе, тен, ӑна пӗр-пӗр пусмапа е тирпе ҫавӑрса ҫыхнӑ. Шыва кӗрсен эпир Христосӑн вӗренекенӗсем пулса тӑратпӑр та унӑн сӳсменне тӑхӑнатпӑр. Ҫапла эпир ӑна итлесе-пӑхӑнса пурӑнма сӑмах паратпӑр. Ҫакна тума йывӑр мар, пачах урӑхла, ҫакӑ пире нумай пиллӗх парать.

Иисусӑн сӳсменне тӑхӑннӑ хыҫҫӑн эсир мӗнле пиллӗхсем илнӗ?

^ 5 абз. «Сӳсмен» вӑл — выльӑхӑн мӑйне тӑхӑнтартса пӗр-пӗр япалана туртма пулӑшакан хӑмӑт евӗрлӗ хатӗр. Анчах Библире «сӳсмен» тесе куҫарнӑ сӑмах ҫынна икӗ йывӑр япалана, кӗвентепе йӑтнӑ пек, йӑтма пулӑшакан хулӑн йывӑҫ патака та пӗлтерет. Ӑна ӳкерчӗк ҫинче курма пулать.