Иисусӑн Ту ҫинче каланӑ проповедӗнчен эпир мӗне вӗренетпӗр?
Турӑ пулӑшӑвӗ кирлине эсир ӑнланатӑр-и?
«Мӗскӗн кӑмӑллисем» тени «Турӑ пулӑшӑвӗ кирлине ӑнланакансем» тенине пӗлтерет. Турӑран пулӑшу илес килнине эпир ҫапла кӑтартма пултаратпӑр:
-
Библие кашни кун вуланипе
-
пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене хатӗрленнипе тата вӗсене ҫӳренипе
-
пирӗн публикацисене вуланипе
-
пирӗн телевиденин кашни уйӑхра тухакан программине пӑхнипе
Иегова парса тӑракан сӑнарлӑ апатран тата нумайрах усӑ илес тесе эпӗ мӗн тума пултаратӑп?