ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ
«Малтан тӑванупа кайса килӗштер». Ҫакна мӗнле тумалла?
Калӑпӑр, эсир Иисус пурӑннӑ вӑхӑтра Галилейӑра пурӑнатӑр. Эсир Иерусалима хӳшӗ уявне уявлама килнӗ. Хулара шав тӑрать, мӗншӗн тесен ҫак уява аякри ҫӗрсенчен питӗ нумай ҫын килнӗ. Эсир Иеговӑна парне кӳресшӗн. Выльӑха ҫавӑтса урам тӑрӑх халӑх хушшипе хӗсӗнкелесе храм патнелле пыратӑр. Ҫитсен, унта парне кӳрес текен ҫынсем питӗ нумай пулнине куратӑр. Акӑ выльӑха священника пама сирӗн черет ҫитет. Анчах ҫав самантра пӗр-пӗр тӑван сирӗн ҫине кӳренни ҫинчен аса илетӗр. Вӑл та ҫак халӑх хушшинчех е ҫак хуларах ҫӳрет. Иисус ҫак лару-тӑрура мӗн тумаллине ӑнлантарса панӑ. (Матфей 5:24 вулӑр.) Пӗр-пӗринпе килӗштерес тесен сирӗн иксӗрӗн те мӗн тумалла? Кашни колонкӑра тӗрӗс хуравне тупса палӑртӑр.
ЭСИР...
-
тӑванпа унӑн сирӗн ҫине кӳренме витӗмлӗ сӑлтав пур пулсан ҫеҫ калаҫатӑр
-
тӑвана тӳрлетме тӑрӑшатӑр, мӗншӗн тесен вӑл сире тӗрӗс мар ӑнланнӑ е иксӗр те айӑплӑ тесе шутлатӑр
-
тӑвана тимлӗ итлетӗр. Вӑл мӗншӗн кӳреннине тӗппипех ӑнланмасан та, ӑна хурлантарнӑшӑн е чӑрмавсем кӑларса тӑратнӑшӑн, ҫавна юри туман пулсан та, унран чун-чӗререн каҫару ыйтатӑр
ТӐВАН...
-
пухура хӑйӗн майлисене тупас тесе эсир ӑна мӗнле кӳрентерни ҫинчен ыттисене каласа парать
-
кашни вак-тӗвеке аса илтерсе сире айӑплать тата эсир айӑплӑ пулнине йышӑнма хистет
-
эсир ун патне пынипе хӑвӑра кӗҫӗне хунӑшӑн тата хӑюлӑх кӑтартнӑшӑн сире мухтаса илет те чун-чӗререн каҫарать
Хальхи вӑхӑтра выльӑхсене парнене кӳместпӗр пулин те, Иисус вӗрентнӗ тӑрӑх, эпир тӑвансемпе килӗштерсе пурӑнни Турра пуҫҫапнипе мӗнле ҫыхӑннӑ?