Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ

Яшсемпе хӗрсем, ырӑ ӗҫсем тума тӑрӑшӑр

Яшсемпе хӗрсем, ырӑ ӗҫсем тума тӑрӑшӑр

Турӑ хавхалантарнипе Павел ҫамрӑк арҫын тӑвансене, ҫав шутрах Тита та, сирӗнтен «ырӑ ӗҫ тума вӗренмелле пултӑр» тенӗ (Тит 2:6, 7). Вӑл Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсене «тасатса ырӑ ӗҫсем тума тӑрӑшакан» халӑх тунӑ тесе ҫырнӑ (Тит 2:14). Ҫак ырӑ ӗҫсем шутне Патшалӑх ҫинчен ырӑ хыпар каласси тата вӗренекенсене хатӗрлесси кӗрет. Эсӗ ҫамрӑк пулсан, пионер е пулӑшакан пионер пулса вӑй хума пултаратӑн-и? (Ыт 20:29.)

Сан пионер пулас килет пулсан, ҫак тӗллеве пурнӑҫлас тесе мӗн тумаллине палӑртса хур (Лк 14:28—30). Пионер пулса ӗҫленӗ чухне укҫа мӗнле ӗҫлесе илесси ҫинчен тата пионер нормине мӗнле тӑвасси ҫинчен шухӑшла. Иеговӑна хӑвна пулӑшма ыйт (Пс 36:5). Ҫак тӗллеве мӗнле пурнӑҫласси пирки атте-аннепе тата чылай вӑхӑт хушши пионер пулса ӗҫлекен тӑвансемпе калаҫ. Ҫакӑн хыҫҫӑн хӑв палӑртса хунӑ утӑмсене ту. Эсӗ сӑваплӑ ӗҫре вӑй хунине Иегова пиллетех!

«ҪАМРӐКСЕМ ИЕГОВӐНА МУХТАВА КӐЛАРАҪҪӖ» ВИДЕОРОЛИКА ПӐХ ТА ҪАК ЫЙТУСЕМ ҪИНЕ ХУРАВЛА:

  • Хӑш-пӗр тӑвансем пионер пулас тесе мӗнле йывӑрлӑхсене ҫӗнтернӗ? Вӗсене мӗн пулӑшнӑ?

  • Ашшӗ-амӑшӗ хӑйсен ачисене пионер пулса тӑма мӗнле пулӑшма пултарать?

  • Мӗншӗн ырӑ хыпар сармалли график тумалла?

  • Пухури тӑвансем пионерсене мӗнле пулӑшма тата хавхалантарма пултараҫҫӗ?

  • Иегова пионерсене мӗнле пиллет?

Пионер пулса тӑрас тесен манӑн мӗн тумалла?